Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑхӑтсӑр сӳннӗ талант (Петӗр Ялкир)

Иван Викторович Викторов Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамалта 1901 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1912-1914 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ шкулӗнче, унтан Ҫӗрпӳри иккӗмӗш сыпӑкри шкулта вӗреннӗ. 1917 ҫулта Хусанти учительсем хатӗрлекен педагогика курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл ял ачисене вӗрентекен пулма ӗмӗтленни пурнӑҫланнӑ. Шӑхасан шкулӗнче кӗҫӗн класс ачисемпе ӗҫлеме тытӑннӑ.

Ҫак вӑхӑтрах ял ҫыннисен хушшинче юрӑ-такмаксем те пухнӑ. К.Ивановӑн "Нарспине", М.Федоровӑн "Арҫурине", ҫав вӑхӑтри ытти поэтсен сӑввисене вулани ӑна хӑйне те сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ. Вӑл ял ӗҫченӗсен, ҫамрӑкӗсен шухӑш-туйӑмӗ ҫинчен ҫырма тӑрӑшнӑ. "Тырӑ вырни", "Сухаҫӑ юрри", Телей - ӗҫре", "Чӑваш хӗрне" тата ытти сӑвӑ та ҫуралнӑ.

Граждан вӑрҫине хутшӑнни мирлӗ ӗҫе халалланӑ кӗрешӳ такмакӗсем ҫине куҫма хистенӗ. Ку вӑхӑтра вӑл "Салтак", "Эпир", "Пролетари пултӑм" тата ҫавӑн пек гражданла лирика сӑввисем хайланӑ.

Граждан вӑрҫинчен таврӑнсан мал ӗмӗтлӗ Иван Викторов Мускавра литература институтӗнче вӗреннӗ. Унта вырӑссен паллӑ поэчӗн Валерий Брюсовӑн лекцийӗсене итлесе поэзи лавӗ ҫине хӑюллӑнах ларнӑ. Чӑваш ҫыннисене ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешме чӗнсе чылай сӑвӑ хайланӑ. "Сухаҫӑ шухӑшӗ", "Уй ҫине пӑхатӑп", "Ҫуллахи каҫ", "Малалла ут", "Тимӗрҫӗ лаҫҫинче" сӑввисем вӗсен авторӗ ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗпе пӗр шутлӑ пулнине палӑртса тӑраҫҫӗ. Ахальтен мар унӑн Мускаври тӗп издательствӑн чӑваш уйрӑмӗнче тухнӑ кӗнеки "Ялти кӗвӗсем" ятлӑ. Унӑн кайран "Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем" тата "Ҫырмара" ятлӑ пьеса кӗнекисем те кун ҫути курнӑ. Сӑввисем пӗрлешӳллӗ кӑларӑмсенче, поэзи антологийӗсенче пичетленнӗ.

Иван Викторов 20-30-мӗш ҫулсенче чӑвашла кӗнекесем кӑларас, тӑван литературӑна малалла аталантарас енӗпе чылай тӑрӑшнӑ. Вӑл Мускаври тӗп издательствӑра Чӑваш секцийӗн ӗҫне йӗркелесе пынӑ. Кунта чӑваш писателӗсен Ҫ.Элкерӗн, Н.Шупуҫҫыннин, М.Данилов-Чалтунӑн, А.Талвирӗн, М.Трубинан тата ыттисен кӗнекисене кӑларнӑ. И.Викторов пуҫарнипе чӑвашла "Пирӗн ҫул" альманах тухса тӑма тытӑннӑ. Иван Викторовичӗн Мускавра кун ҫути курнӑ "Чӑваш хресченӗ" (кайран «Коммунар») хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулма та тивнӗ. 1926 ҫулта "Чӑваш илемлӗ литератури" ятлӑ антологи пичетленсе тухнӑ. 1934 ҫулта хастар ҫыравҫӑ Самар "Колхозник" хаҫат редакторне куҫарнӑ. Вӑл кунта та чӑвашлӑха ҫирӗплетес енӗпе сахал мар вӑй хунӑ. Влас Пайменпа пӗрле Самарта вӗренекен тата ӗҫлекен ҫамрӑк ҫыравҫӑсене "Колхозник" тавра пӗтӗҫтернӗ. Стихван Шавли, Илле Тукташ, Владимир Бараев, Иван Курик тата ыттисем те "Колхозник" хаҫат тата "Вӑтам Атӑл" альманах ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Писательсем хуласемпе ялсенче литература каҫӗсем нумай ирттернӗ, чӑваш литературин ҫӗнӗ произведенийӗсемпе паллаштарнӑ.

Иван Викторовӑн патриотизме вӑйлӑ пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл манӑҫми паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Унӑн нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ Белоруссире ҫапӑҫма тивнӗ. Вӑл политрук пулнӑ, салтаксене ҫапӑҫура хавхалантарса яланах малти ретре пынӑ. Пӗринче унӑн тыткӑна лекме тивнӗ. Унта мӗнле кӑна асаплантарман пулӗ ӑна? Вӑл пурне те тӳснӗ. Унӑн тамӑкран тухса тарма та май килнӗ. Анчах фашистсем ӑна хӑваласа ҫитсе тытнӑ, каллех вилӗм йӑвине илсе пынӑ. Паттӑр патриота асаплантарса вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫ 1944 ҫулхи хура кӗркунне пулнӑ. Ҫапла сӑвӑҫ-патриотӑн кун-ҫулӗ хӗрӗх пӗрререх татӑлнӑ. Фронтра ҫырнисем хӑйӗнпе пӗрлех пӗтнӗ ӗнтӗ. Вӗсене Шупашкара ярса пама мехел ҫитереймен.

Иван Викторов ятне эпир нихӑҫан та манас ҫук. Вӑл ҫырнисем антологисенче тапхӑр-тапхӑр пичетленсех тӑраҫҫӗ. Ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа та тӑван ялӗнче тата Шупашкарта асану каҫӗсем иртрӗҫ.

Петӗр Ялкир
«Хыпар», 2006, чӳк, 11


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-09-14 12:04:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4157 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем